Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кивӗ Катек культура ҫурчӗ

Кивӗ Катек культура ҫурчӗКивӗ Катек культура ҫурчӗПатӑрьел районӗнчи Кивӗ Катекре вырнаҫнӑ культура ҫурчӗ.

Историйӗ

Ытти нумай культура ҫурчӗсем пекех хӑйӗн кун-ҫулне вулавӑш ҫурчӗнчен пуҫланӑ. 1920-мӗш ҫулсенче Кивӗ Катекре халӑх тӗрлӗ йытусене сӳтсе явма пухӑннӑ. Малтан халӑх шкулта пухӑннӑ. Унта кӑнтарлаччен ачасем вӗреннӗ, кайран — ял совечӗн исполкомӗ ӗҫленӗ. Каҫхине вара шкула вулавӑш ҫурчӗ пек усӑ курнӑ. Кунтах спектакльсем ларнтӑ, хаҫатсем вуланӑ, лекцисем иртернӗ.
Каярахпа вулавӑш ҫурчӗ валли Иванов Николай Михайловичпа Павлов Пётр Прокопьевич ҫурчӗсене усӑ курнӑ. Каярахпа кулаксен пӳрчӗсене салатнӑ пӗренесенчен уйрӑм ҫурт хӑратнӑ. Унта колхоз правлениӗпе пӗрле ял клубӗ вырнаҫнӑ.

Хальхи культура ҫуртне 1965 ҫулта хӑпартнӑ. Темиҫе ҫул унта клуб вырнаҫнӑ. 1975 ҫулта клуба Культура ҫурчӗ ятне панӑ.

Паллӑ ҫыннисем

Вуламалли

Каҫӑсем


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-12-30 14:25:28 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1496 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем